

Иртнĕ çул ял-йыш вăйĕпе никĕсне хывса хăварнă пулсан кăçал Турă çурчĕн стенисене газобетонран хăпартнă, халĕ карниз тăвассипе, чÿречесем лартассипе ĕçлеççĕ, тăррине витме калай илсе килме калаçса татăлнă, купол тума заказ панă. Çак кунсенче ял çыннисем мачча çине пăчкă кĕрпи илсе килсе сарнă.
Август уйăхĕн 27-мĕшĕнче строительство ĕçĕсем пыракан часавайĕнче пĕрремĕш служба иртнĕ. Пуçару ушкăнĕн ертÿçин Анатолий Семеновăн шăллĕне, Александр Евстафьевича, юлашки çула ăсатса Пелепей хулинчи Çветтуй Никольский соборĕн настоятелĕ Андрей Кирсанов литурги ирттернĕ.
Ял хастарĕсем кашни уяр кунпа усă курса часавай хăпартассипе тăрăшаççĕ. Ярмулайсем хĕл лариччен Турă çурчĕн тăррине витесшĕн, чÿречесем, алăксем лартасшăн, купол вырнаçтарасшăн. Çак ĕç валли Этĕл ялĕнчи Алексей Иванов тракторĕпе хăй шутĕнчен пĕр çăк хăма илсе килнĕ.
Укçа-тенкĕпе перекетлĕрех усă курас тесе пуçару ушкăнĕ çын-çын урлă калаçса татăлса тĕрлĕ майсем шырама тăрăшаççĕ, ун пек чух аякри хуласене çитме темиçе хут та тÿр килнĕ. Сăмахран, часавай куполне Челябинск облаçĕнче тума заказ панă. Пуçару ушкăнĕн пайташĕсем хăйсене çак пархатарлă ĕçре палламан çынсем пулăшнине те каласа параççĕ. Турă пулăшнипе çулсем уçăлаççĕ, майсем тупăнаççĕ.
Социаллă сетьсенчи, мессенджерсенчи ял ушкăнĕсенче часавай хăпартас ĕç мĕнле пыни çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. Паллах, вырăнта пурăнакансем, çак ялтан тухса кайнисем укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Часавай хăпартас ĕç ку тапхăра çитме пултарни те çакна çирĕплетет. Анчах та паянхи кун укçа-тенкĕ купол валли тата тăрă витме çителĕксĕр. Çавăнпа та пуçару ушкăнĕпе вырăнти çынсем республикăра пурăнакан чăвашсенчен, «Урал сасси» вулаканĕсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Сăваплă ĕçе хутшăнас текенсем 8 917 438 12 68 номерпе Мария Александровна Никитина ячĕпе («Для строительства часовни в с. Ермолкино») е перекет банкӗн счечӗ ҫине 4081 7810 6060 0427 0458 укҫа-тенкӗ куҫарса пулӑшма пултараççĕ.