Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Тăван чĕлхе кунĕ
18 Нарӑсӑн 2023, 15:05

Шкулсенче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă тăвĕç

Пушкăртстанри шкулсенче февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă тăвĕç.

Шкулсенче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă тăвĕç
Шкулсенче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă тăвĕç

ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин пĕлтернĕ тăрăх, çак кун вĕрентÿ заведенийĕсенче линейкăсем, истори, обществознани, вырăс чĕлхипе литература урокĕсенче пилĕкминутлăхсем иртĕç. Çавăн пекех класс тулашĕнчи мероприятисем, ирхине ачасемпе вĕренекенсене наци тумĕсем тăхăнса тăван чĕлхепе самласа кĕтсе илессине йĕркелĕç.

Унсăр пуçне уяв программипе килĕшуллĕн кĕнеке акцийĕсем, профильлĕ вĕрентÿ кĕнекисен презентацийĕ, «Агидель» регионсем хушшинчи полилингваллă олимпиада тата ытти мероприятисем чылай çынна пĕр çĕре пухĕ.

Ĕпхÿри «Торатау» конгресс-холра  февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Литературăри тăван чĕлхе мухтавлăхĕ» («Величие родного языка в литературе») литература каçĕ иртет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: