Çĕр чăмăрĕ çинче 7 пине яхăн чĕлхе, вĕсенчен 40% çухалас патне çитнĕ. Чылай чĕлхен официаллă «должноçĕ» çук – вĕсемпе калаçаççĕ çеç.
Çак кун Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари чăваш историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева уява халалласа «Халăхăн чи пысăк пуянлăхĕ – унăн чĕлхи» тăван чĕлхе сехетне ирттернĕ.
Мероприяти тĕллевĕсем ачасене Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕпе паллаштарасси, вĕренекенсене тăван чĕлхене хаклама тата чăваш чĕлхипе мăнаçланма хăнăхтарасси, мăн асаттесемпе, тăван халăхпа тата унăн культурипе çыхăну йĕркелесси пулса тăнă.
Светлана Семеновна вĕренекенсене уяв кунĕн датине çирĕплетни, тăван сăмахăн тĕрĕслĕхĕ, ЮНЕСКО организаци, Тăван чĕлхе кунне çирĕплетмелли сăлтавсем, Раççейре миçе чĕлхепе вĕрентни çинчен каласа панă. Вăл тăван чăваш чĕлхине манманни мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине те тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Светлана Матвеева ертсе пынипе вĕренекенсем викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă, лингвистика задачисен хуравĕсене тупнă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă, сăмах вăййине вылянă.
Ачасем пĕр харăсах Раççей нумай нациллĕ патшалăх, кирек мĕнле чĕлхепе калаçсан та вăл пирĕн пĕтĕмĕшле çурт пулнине палăртнă. Çакна вара ялан асра тытмалла.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.