-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем
Парсам пӑлхавлӑ чунӑма.
Пӗр чӑнлӑх, савӑнӑҫ, илем,
Пар ирӗк – ҫутӑрах ҫунма.
Ӗшеннисемшӗн ҫул ҫинче
Эс – шанчӑк ҫӑлтӑрӗ ялан.
Тискер тӑманлӑ каҫсенче
Йыхравлӑ чан пек янӑран.
Ҫунат паратӑн ҫамрӑка,
Ватта чун канӑҫӗ кӳрен.
Сӳнсе кӗлленнӗ кӑмрӑка
Вут кайӑк сывлăшӗ кӗртен…
МИТТА Ваҫлейӗ.