Пур хыпар та
Тăван чĕлхе кунĕ
21 Нарӑсӑн 2025, 17:40

Пушкăртстанра Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне мĕнле паллă тăваççĕ?

Кашни çулах йĕркелекен уява – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне – республикăри хула-районсенче тивĕçлĕ шайра йĕркелеççĕ. Пушкăртстан Раççейри чи нумай нациллĕ регионсенче пĕри шутланать. Апла пулсан тăван чĕлхесен шучĕ те пысăк. Çак уяв тивлечĕпе кашни çын хăй вăл е ку наци çынни пулнишĕн мăнаçланса савăнма пултарать, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма май пур тесе пĕлтерет ПР Культура министерстви.

Пушкăртстанра Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне мĕнле паллă тăваççĕ?
Пушкăртстанра Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне мĕнле паллă тăваççĕ?

Уяв программине Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радиц Хабиров наци тата полилингваллă шкулсен директорĕсемпе тĕл пуласси, «Пĕрлештеркен чĕлхе. Тăван чĕлхен обществăри пĕлтерешĕ» çавра сĕтел,  «Раççей - халăхсен кил-çурчĕ» этнодиктант кĕрет. Республикăри вĕрентÿ организацийĕсенче «Чĕлхе- халăх историйĕ» темăпа класс сехечĕсем тата шкул линейкисем иртеççĕ.

Февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Китап» кĕнеке издательствинче çыравçăсемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Çак кунах Дюртюлинче Назар Наджмин пултарулăх еткерне тĕпчессипе çыхăннă «Халăх поэчĕ» («Народный поэт») литературăпа пултарулăх конкурсĕ вĕçленмелле.

Февраль уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче республикăри мĕнпур историпе культура центрĕсенче фестивальсем, конкурссем, тĕлпулусем иртернĕ, социалла сетьсенче тĕрлĕ флешмобсем йĕркелеççĕ. Çав шутра Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă республика шайĕнчи флешмоб тата пушкăрт чĕлхине мĕнле пĕлнине кăтартса паракан конкурс.

Февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пушкăрт патшалăх пуканесен театрĕнче «Урал-батыр йĕрĕпе» («По следам Урал-батыра») интерактивлă квест йĕркелеççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас