Çак никĕс çинче пĕрремĕш сывлăш çавăрса илнĕ самантран уйрăм çын пулса çитĕнетпĕр, вăлах пире пурнăç тăршшĕпе пулăшса пырать. Асăннă никĕс пулăшнипе эпир хамăра, историе, культурăна, ытти çынсене хисеплеме вĕренетпĕр. Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕпе çыхăннă уяв çулĕпе çамрăк. Унăн историйĕ 2000 çултан пуçланать.
Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнче çак уява кашни çул паллă тăваççĕ. Кăçал та ачасем ăна хаваспах уявларĕ. Вĕренекенсем паллă ваттисен каларăшĕсене шырарĕç, пирĕн çĕршывăн нумай енлĕ культурин пуянлăхĕпе, чăваш халăхне çутта кăлараканĕпе, православи миссионерĕпе, çĕнĕ чăваш алфавитне никĕслекенĕпе, çыравçăпа, куçаруçăпа тата фольклористпа Иван Яковлевпа паллашрĕç.
Çакăн йышши мероприятисем ачасенче патриотизм туйăмне аталантарма, вĕсене тăван чĕлхене юратма, хамăр халăхăн культурине хисеплеме вĕрентеççĕ. Çавăн пекех çамрăк ăрăва эпир нумай нациллĕ Раççейĕн пĕр пайĕ пулнине ăша хывма пулăшаççĕ.
Светлана МАТВЕЕВА.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.