Библиотека ĕçченĕ Альбина Сайдякова (çак йĕркесен авторĕ) тата Вера Фомина культорганизатор тĕрлĕ халăхсен фольклорĕн пĕлтерĕшне уçса пачĕç, жанрсен пуянлăхĕпе паллаштарчĕç.Çакăн хыççăн паллă вырăс халăх юмахĕсене вуларăмăр, вĕсен сюжечĕсене сÿтсе яврăмăр, ваттисен сăмахĕсене аса илтĕмĕр, халăх вăййисене вылярăмăр, «Тăван чĕлхен мăнаçлăхĕ» викторина ыйтăвĕсем çине хуравларăмăр.
Фолькор халăх кĕвĕ-юрă инструменчĕсемпе тачă çыхăннине асра тытса пухăннисем «Халăх инструменчĕсен тĕнчи» хăйне евĕрлĕ çул çÿреве кайрĕç. Кунта вара кĕвĕ-юрă инструменчĕсен историне тĕпчерĕмĕр.
Çакăн йышши мероприятисем ачасене литература еткерлĕхне явăçтарма, эпир нумай нациллĕ Раççейĕн пĕр пайĕ пулнине ăша хывма пулăшаççĕ.
Альбина САЙДЯКОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.