Урал сасси
+15 °С
Ясно

Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»

Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнче Чăваш чĕлхи, çырулăхĕн тата культурин кунне, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Пушкăртстанри Пысăк та туслă çемье çулталăкĕсене халалласа районти пилĕк чăваш шкулĕ хушшинче «Туслăх кĕперĕ» фестиваль иртрĕ. Кăçалхипе ăна вăтăр пĕрремĕш хут йĕркелерĕмĕр.

Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»

Фестиваль программи тĕрлĕ енлĕ те пуян пулчĕ. Çак йĕркесен авторĕ, Тинĕскÿл шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Павлова, «И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕ. Унсăр пуçне ытти вĕрентекенсем фестиваль хăнисем валли мастер-классемпе «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» конкурс хатĕрленĕччĕ: «Чăваш кухнин тĕнчи: çемье сĕтел хушшинче» (йĕркелÿçи – И.Гаврилова); «Пĕрлĕхре – вăй, йăла-йĕркесенче – чун: чăваш уявĕсем» (Л.Семенова), «Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ: Раççейĕн нумай нациллĕ симфонийĕнче чăваш халăх инструменчĕсен сасси» (Н.Фаттахова); «Асанне арчин пуянлăхĕ: пысăк çемьен йăли-йĕркисем» (С.Ефимовапа Л.Павлова); «Тăван чĕлхе» кластер тата синквейн (Л.Павлова). Çавăн пекех ПР Халăхсен туслăх çурчĕн филиалĕн Суук-Чишмари историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ С.Матвеевапа Тинĕскÿл ялĕн паллă алĕç ăсти Г.Михайлова тăрăшнипе тĕлĕнмелле илемлĕ курав ĕçлерĕ.

Кăнтăр апачĕ хыççăн фестивале хутшăнакансем «Йăла-йĕркесем кивелмеççĕ: чăваш фольклорĕ тата вăйăсем» театрализациленĕ композици пăхса киленчĕç. Ăна Тинĕскÿл ялĕнчи культура çурчĕн тĕп организаторĕ В.Ивановапа ПР чăвашсен Канашĕн Кармаскалă тăрăхĕнчи уйрăмĕн председателĕ А.Степанова лартнине палăртмалла.

Çакăн хыççăн жюри пайташĕсем «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» конкурса хутшăннă командăсен пултарулăхĕпе пĕлĕвне тарăн хак парса пĕтĕмлетÿсем турĕç. Çапла майпа «Суукчишмасем» (ертÿçи – А.Петрова) тата «Пекенешсем» (Н.Данилова) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Иккĕмĕш вырăна «Сихунсем» (Л.Степанова) тивĕçрĕç. «Йăмрансемпе» (Т.Козлова) «Тинĕскÿлсем» (Л.Павлова) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Командăсемпе вĕсен ертÿçисене Хисеп хучĕсемпе асăнмалăх парнесем парса хавхалантартăмăр. «Туслăх кĕперĕ» фестивалĕн элемĕпе эстафети Сихун шкулне куçрĕç.
Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Вăл илемлĕ те кăсăк пулнипе, хăнасем вăхăта усăллă ирттернипе кăна мар, ачасем хăйсен тăван чĕлхи çинчен нумай çĕннине пĕлнипе, чăваш халăхĕн пуян культурипе çывăхрах паллашнипе асра юлчĕ.

Людмила ПАВЛОВА. Кармаскалă районĕ.

Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Çултан-çул çирĕпленнĕ «Туслăх кĕперĕ»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас