- Лашасене ултă пин çул каялла çеçен хирсем çинче алла вĕрентнĕ. Асăннă ĕç-хĕл Шульган-Таш çывăхĕнче пуçланма пултарнă тесе шухăшлатпăр. Çакна паянхи генетика тĕпчевĕсем те çирĕплетеççĕ. Эпир кунта мĕнле тискер лашасем çÿренине пĕлесшĕн. Унсăр пуçне вĕсене çын ÿстернисемпе танлаштарасшăн‚ – тенĕ программа ертÿçи Павел Кузнецов Археологи музейĕн заведующийĕ.
«Сĕм авалхи ÿнерти лаша сăнарĕ» наука тата тĕпчев программине Самара хулинчи Археологи музейĕ никĕсĕ çинче шутласа кăларнă. Асăннă экспедици палăка сиен кÿмест: археологсем çĕр хăвăлĕнчи лашасен ÿкерчĕкĕсемпе паллашаççĕ‚ вĕсене фотоаппарат çине ÿкереççĕ‚ унтан тин тĕпчеççĕ.
Капова çĕр хăвĕлĕ (е Шульган-Таш) – Урал тăрăхĕнчи чи паллă вырăнсенчен тата чи пысăк карст хăвĕлĕсенчен пĕри. Палеолит палăкне сыхласа хăварас тата ăна тĕпчес тĕллевпе музей комплексĕ хăпартаççĕ. Ăна кăçалхи çул‚ Республика кунĕ тĕлне‚ уçма палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.