Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Тăван тавралăх
7 Октябрӗн 2022, 03:40

Канмалли кунсенчи çанталăк прогнозĕ

Пушкăртстанри синоптиксем çитес виçĕ кунри çанталăк прогнозĕпе паллаштарнă.

Канмалли кунсенчи çанталăк прогнозĕКанмалли кунсенчи çанталăк прогнозĕ
Канмалли кунсенчи çанталăк прогнозĕ

Пушкăртгидромет пĕлтернĕ тăрăх, паян республикăра çанталăк пĕлĕтлĕ пулмалла, вăхăт-вăхăтпа уяртать. Кăштах çумăр çумалла. Çил кăнтăр-хĕвел анăç тата хĕвел анăç енчен секундра 8-14 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Сывлăшри температура +8, +13 градус пулмалла.

Шăмат кун çумăр çумалла, вырăн-вырăнпа вăйлă мар, виçеллĕ. Çил хĕвел анăçĕнчен тата кăнтăр-хĕвел анăçĕнчен лăпкă вĕрмелле. Сывлăшри температура  çĕрле +3, +8 градус, кăнтăрла +8, +13.

Вырсарни кун çумăр çумалла мар. Çил çурçĕр-хĕвел анăç енчен лăпкă вĕрмелле. Сывлăшри температура çĕрле +1,+6 градус. Кăнтăрла çанталăк ăшăтать, +10, +15 градуса çитмелле.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас