Çак тĕллевпе апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи масарсем çинче субботник йĕркеленĕ. Унта ял çыннисем, ял хутлăх администрацийĕпе культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем хастар хутшăннă. Вĕсем пĕрлĕхлĕ вăйпа масарсен территорийĕсене йĕркене кĕртнĕ: типнĕ йывăçсене йăвантарнă, хытнă-типнĕ курăка кĕреплепе тураса тасатнă, кивĕ палăксене пуçтарнă.
Çавăн пекех субботника хутшăннисемпе приххут çыннисем вырăнти чиркÿ территорине те тасатса тирпейленĕ. Калăпăшлă та пĕлтерĕшлĕ ĕçе вĕçлесен пухăннисем уçă сывлăшра тутлă та сиплĕ чейпе хăналаннă.
Субботника йĕркелекенсем вăл ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пуласса шанаççĕ. Санитари йĕркине пăхăнса ирттернĕ мероприятине хутшăнма кăмăл тунă ял çыннисене чунтан тав тăваççĕ.