Николай Валуев тата унăн çемйи Шульган-Таш çĕр хăвăлĕнче пулнă, музей экспозицийĕсемпе паллашнă, охрăран сăрă тăвассипе çыхăннă мастер-класа хутшăннă. Депутат Пушкăртстанри çут çанталăк тата паянхи куна тивĕçтерекен интерактивлă музей кăмăлне кайнине пĕлтернĕ.
- Илемлĕ музей. Унти информаци аслисемшĕн кăна мар, ачасемшĕн те интереслĕ. Интерактив та пур. Комплекс туристсем йышлăн пухăнакан çĕрте вырнаçнă. Заповедника çут çанталăкра уçăлса çÿреме каятăн, çав вăхăтрах пуян экскурсие лекетĕн. Чи авалхи этем пурăнакан вăхăтпа паллашатăн. Тĕнчере çакăн йышши музейсем сахал. Маттур! Çĕнĕ экспозицисемпе пуянлатмалла-и? Енчен те ăсчахсем çĕнĕ информаци тупсан ăна музее тăратмалла. Халĕ вара эпир курни тата илтни вырăнпа тата этемлĕхĕн историйĕпе туллин паллаштарать, - тенĕ хăна.