-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Инвестор проекта пурнăçа кĕртме 30 млн тенкĕ хывма палăртать. Кану бази административлă корпусран, хăна çурчĕн номерĕсемпе каферен, ултă мунча комплексĕпе кану зонисенчен тăрĕ. Унсăр пуçне кунта ача-пăча тата аслисен вăйă зонисем, кинотеатр йĕркелĕç. Кану бази республикăри чи пысăк кÿлĕ хĕрринче – Аслыкуль – вырнаçĕ. Çапла вăл туристсене илĕртекен вырăнсенчен пĕри пулса тăрĕ. Çавăн пекех асăннă проект Давлекан районĕпе республика экономикине пысăк витĕм кÿрессе шанаççĕ. Кану базине 2026 çулта хута яма палăртаççĕ.