Пур хыпар та
Тăван тавралăх
24 Мартӑн 2025, 11:20

Пушкăртстанра +11 градуса çити ăшăтĕ

Пушкăртгидромет пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çывăх кунсенче сывлăшри температура +11 градуса хăпармалла.

Пушкăртстанра +11 градуса çити ăшăтĕ
Пушкăртстанра +11 градуса çити ăшăтĕ

 Март уйăхĕн 24-мĕшĕнче юр-çумăр çуни пулмĕ. Çил çурçĕр енчен виçеллĕ вĕрĕ. Кăнтăрла сывлăшри температура +4, +9 градус пулĕ.

Ытлари кун, март уйăхĕн 25-мĕшĕнче, кăштах  юр-çумăр çăвĕ. Çĕрле çил - вăйлă мар улшăнса, кăнтăрла кăнтăр енчен виçеллĕ вĕрĕ. Сывлăш температури çĕрле -3, -8, кăнтăрла +4, +9 градуспа танлашĕ.

Юн кун, март уйăхĕн 26-мĕшĕнче, кăштах юр-çумăр çăвĕ. Çил кăнтăр енчен виçеллĕ вĕрĕ, кăнтăрла кассăн-кассăн. Сывлăшри температура çĕрле +1, -4 градуспа танлашĕ, кăнтăр-хĕвелтухăçĕнчи районсенче -9 градуса çитĕ. Кăнтăрла вара термометр +6, +11 градуса çити çĕкленĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас