Çулсерен Çимĕк умĕн ял хутлăхĕсенчи масарсенче субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кунта хăйсен ялĕсене юратакан, уншăн пăшăрханакан тата тăрăшакан чăн-чăн патриотсем пухăнаççĕ.
Сăмахран, ĕнер, июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке тата Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿлпе Митриски тата Матруски ялĕсенче туслă йышпа субботник йĕркеленĕ. Пĕрисем кĕреçе-кĕрепле, теприсем пăчкăпа пуртă илнĕ. Чăваш ялĕсен хастарĕсем масарсен территорийĕнче ÿссе кайнă тĕмсене, типĕ йывăçсен вуллисемпе тураттисене каснă, çÿллĕ курăка çулнă тата ытти ĕçсене тунă.
Çапла пĕрлехи вăйпа кирек мĕнле пархатарлă ĕçе те ăнăçлă пурнăçлама май пур. Кашнинех кăмăл тата сывлăх çеç пултăрччĕ.