Пур хыпар та
Тăван тавралăх
27 Июлӗн 2025, 11:00

Пушкăртстанра çумăрлă çанталăк хуçаланĕ

Çывăх вăхăтра республика территоринче çумăр çума тата çурçĕртен çил вĕрме пуçлĕ.

Пушкăртстанра çумăрлă çанталăк хуçаланĕ
Пушкăртстанра çумăрлă çанталăк хуçаланĕ

Паян, июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче, регионта кĕске вăхăтлăха çумăр çăвĕ. Çил çурçĕр хĕвел анăçĕнчен шайлашуллă вĕрĕ. Сывлăш температури çĕрле +8, +13 градуса çитĕ, кăнтăрла +16, +21 градус пулĕ.

Çывăх кунсенче çанталăк ытлашши улшăнмалла мар. Çитес эрне пуçламăшĕнче çумăр çумалла, çил сивĕ, çурçĕртен вĕрмелле.

Июль уйăхĕн 28-29-мĕшĕнче сывлăш температури çĕрле +9 пуçласа +16 градуса çитмелле. Кăнтăрла вара термометр юпи +25 çити хăпарĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас