Хĕрарăм ирхине пулă тытма кайнă, ăна калама çук ăннă. Пулăçă вăлтана çăкăрпа хыптарнă, чăтăмлăн кĕтнĕ, юхан шыв хыççăн сăнанă. Венера Скрябина 60 çул ытла пулла çÿрет, çавăнпа та асăннă ĕçĕн кăткăслăхне лайăх пĕлет.
Хулкка (поплавок) мĕнле хускалнипе илĕрткĕче (наживка) пулă çăтса кайма хăтланнине ăнланать. Пысăк стажлă хĕрарăм-пулăçăшăн çакă паллă: çăкăра çиекен вĕтĕ пулла пысăкки тапăннă, хăй те асăрхамасăр вăлтана çакланнă.
Çапла пулнă та. Венера Скрябина вăлта çиппине ерипен понтон (ишекен кĕпер) патне туртса илнĕ, 45 сантиметрлă çăрттана кăларса витрене хунă. Çумăн иртекен пулăçăсем хĕрарăмшăн чунтан савăннă.
Татьяна САГАДИЕВА.
Давлекан хули.