Пур хыпар та
Тăван тавралăх
12 Ноябрӗн 2025, 12:00

Çĕнĕ карта Треппел ялĕн сăнне илем кÿрет

2025 çулта эпир Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăпа Треппел ял хутлăхĕнче Треппел ялĕнчи шкулăн картисене тĕпрен юсарăмăр.

Çĕнĕ карта Треппел ялĕн сăнне илем кÿрет
Çĕнĕ карта Треппел ялĕн сăнне илем кÿрет

 Пĕтĕмĕшле çĕнетнĕ хÿме тăрăшшĕ 443,5 метрпа танлашрĕ. Унсăр пуçне шкул территорине кĕмелли хапхана та улăштарма тÿр килчĕ. Çакăн хыççăн ял урамне пачах урăх сăн кĕчĕ, вăл чылай илемленчĕ.

Асăннă объекта пурнăçа кĕртме пĕтĕмĕшле 1миллион та 593 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Программа положенийĕпе килĕшÿллĕн укçа-тенкĕн пĕр пайне ял халăхĕ пухрĕ, уншăн вĕсене тав. Республикăпа район хыснисем те пысăк пулăшу пачĕç - пурĕ икĕ шайри бюджетран тăкаксен 78 % саплаштарчĕç.

Спонсорла пулăшу пирки уйрăм каласа хăвармалла. Кунта пире «Салават» КФХ ООО (ертÿçи – Василий Федоров) пулăшма кăмăл турĕ. Хуçалăх ытти чухне те пирĕн ыйтусене татса пама май тупать, мехел çитерет. Çавăнпа та «Салават» КФХ  тулли мар яваплă пĕрлĕх коллективне тата унăн ертÿçине Василий Ивановича пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Эсир пире пулăшнипе сирĕн пурлăхăр ан чактăр, çĕр çинчи пархатарлă ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Ырлăх-сывлăх та ăнăçу, тулли телей сунатпăр.

Ирина ПАШКИНА,

Треппел ял хутлăх администраци пуçлăхĕ.

Аваркас районĕ.

Çĕнĕ карта Треппел ялĕн сăнне илем кÿрет
Çĕнĕ карта Треппел ялĕн сăнне илем кÿрет
Çĕнĕ карта Треппел ялĕн сăнне илем кÿрет
Çĕнĕ карта Треппел ялĕн сăнне илем кÿрет
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас