Календарьпе пăхас пулсан Пушкăртстанра хĕл варринче çанталăк мĕнле пуласси паллă. Федераллă метеосайтсем пĕлтернĕ тăрăх, январь уйăхĕн 10-14-мĕшĕсенче республикăн вăта (центральный) районĕсенче сывлăш температури 3-9 градус сивĕ пулĕ. Хăш-пĕр кунсенче 2,4 - 4 миллиметр юр çăвĕ.
Республикăра хĕл варринчи çанталăк мĕнле пулĕ-ши?
Январь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа регионта çанталăк 10 градуса çити сивĕтме пуçлĕ. Январĕн 18-мĕшĕнче кăнтăрла 16 градуса çитĕ. Кăштах юр çума пултарать, анчах та вăйлă мар.