Çак вырăнсем пурте «Шульган-Таш» патшалăх биосфера çут çанталăкĕнче вырнаçнă. Кашни открытка çинчех «Пушкăртстан Республикинчен ыр сунса!» тесе çырнă.
Открыткăсене пурне те пĕр стильпе тунă, вăл посткроссерсем (открытка пуçтаракансем) валли тата Пушкăртстанри çул çÿреврен пысăк мар сувенир ярас текенсемшĕн меллĕ. Вĕсем çинче Раççей тăрăх çÿретмелли тарифпа килĕшÿллĕ стандартлă почта марки пур.
– Почта открыткисем тĕнчери чи аякри кĕтессене те çитеççĕ, кирек мĕнле чикĕ урлă та каçаççĕ, вĕсенче мĕн ÿкерни пирки çынсене каласа параççĕ. Çĕнĕ сери истори, культура тата çут çанталăк пуянлăхĕсемлĕ Пушкăртстан тарават республика пулни пирки пĕлтереççĕ, – палăртнă Раççей Почтин регионти управленийĕн директорĕ Ленард Шафиков.
2023 çулта Пушкăртстанăн паллă вырăнĕсем шутне Юрюзань шывĕ, Инзер шăлĕсем (зубчатки), «Пушкăртстан» наци паркĕ, Айгир тăвĕсем, Идрис çĕр хăвăлĕ кĕнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.