Урал сасси
+15 °С
Дождь
Тăван тавралăх
6 Апреля , 12:30

«Çÿп-çапран часрах тасалмалла»

Радий Хабиров Республикăн тĕп управленийĕнче иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче апрель уйăхĕн варриччен муниципалитетсенче тирпей-илем ĕçĕсене ирттерме хушу панă.

«Çÿп-çапран часрах тасалмалла»«Çÿп-çапран часрах тасалмалла»
«Çÿп-çапран часрах тасалмалла»

 - Паянхи тĕп задачăсенчен пĕри – юр выртнă вăхăтра пухăннă çÿп-çапран часрах тасаласси. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çакна эпир май уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурнăçламалла тесе калаçса татăлаттăмăр. Мĕншĕн пирĕн май уйăхĕн 1-мĕшне кĕтмелле, енчен те территорисене апрелĕн варринче йĕркене кĕртме пултаратпăр пулсан, - тенĕ регион ертÿçи.

Маларах пĕлтернĕ тăрăх, апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче пĕтĕм республикипе субботник иртĕ.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас