+16 °С
Облачно


Сывлăшри температура çĕрле +12, +17 градус (вырăнĕпе +7), кăнтăрла +25, +30 пулĕ.
Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче çумăр çумалла мар. Çил хĕвелтухăç енчен, кăнтăрла кассăн-кассăн вĕрмелле. Сывлăшри температура çĕрле +10, +15 градус (хĕвелтухăç районсенче +5), кăнтăрла +25, +30 çитмелле.
Ведомствăра çавăн пекех май уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăн хăш-пĕр районĕсенче пушар хăрушлăхĕ 4-мĕш класса çитме пултарнине асăрхаттарнă.
Юрий СНЕГОПАД.