Урал сасси
+26 °С
Облачно
Тăван тавралăх
6 Сентября , 04:00

Кÿл урамĕ яланах куç умĕнче

Манăн тăван урам – Кÿл урамĕ (Озерная) – Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕн варринче вырнаçнă. Вăл икĕ тĕнчене пĕрлештерекен кĕпер пекех. Унăн пĕр вĕçĕ çăра сĕм вăрмана тăрăнать, тепĕр енĕ хĕвеллĕ уй-хире тухать. Урам ячĕ ял варринче кÿлĕ вырнаçнипе çыхăннă. Асăннă кÿлĕ ахаль шыв кÿлленчĕкĕ çеç мар, ялăн историллĕ сăпки, унăн чунĕ, илемĕ шутланать.

Кÿл урамĕ яланах куç умĕнчеКÿл урамĕ яланах куç умĕнче
Кÿл урамĕ яланах куç умĕнче

Ял пуçланса кайни çинчен легенда ăруран ăрăва куçса пырать. Унпа килĕшÿллĕн, ХVIII ĕмĕр вĕçĕнче Хусан кĕпĕрнинчи чăвашсем çĕнĕ çĕрсем шырама тухса кайнă. Шăпах çакăнта, кÿлĕ хĕрринче çичĕ çемье хÿтлĕх, пурăнмалли вырăн тупнă. Ун чухне вырăнĕ тискер, вăрманлă, шурлăхлă пулнă пулсан та çынсем йывăрлăхсенчен хăраса тăман, йывăçсене кăкласа, ял историне пуçарса пĕрремĕш çуртсем хăпартнă.
Пурăна киле ял пысăкланса пынă. Унăн чи аталаннă вăхăчĕ ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче колхозсем никĕсленнĕ тапхăрпа тÿр килнĕ. Çав çулсенче Кÿл урамĕнчи кашни çуртра пурнăç вĕресе тăнă, çемьесенче нумай ача çитĕннĕ. Шăпах çак çуртсенчен пĕринче манăн атте хăй пиччĕшĕсемпе тата йăмăкĕпе пурăннă. Маншăн Кÿл урамĕ çепĕç ачалăхăн тĕнчи шутланать. Кунта эпĕ хамăн пĕрремĕш тус-юлташсемпе паллашрăм. Çуркунне-кĕркунне кÿленчĕксем тăрăх шаплаттарса, хĕлле юр сăрчĕсене ашса кашни кун шкула çÿрерĕм. Кашни йывăç, чÿрече хуппиллĕ кивĕ çурт тата шăнкăртатса юхакан пĕчĕк çырма манăн чĕрере тарăн йĕр хăвараççĕ.
Хамăр Кÿл урамĕ чечекленсе те илемленсе пытăр тесе вырăнти çынсем сахал мар вăй хураççĕ. Эпир урамра субботниксем йĕркелетпĕр, хăйĕн патне туртакан кÿлĕ таврашне çуп-çапран тасататпăр. Пирĕн хитре урам яланах тирпейлĕ те чечеклĕ пултăр тесе тăрăшатпăр. Юрататăп эпĕ çак вырăна, маншăн вăл тем пекех хаклă, ялан куç умĕнче.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас