Урал сасси
+12 °С
Облачно
Тăван тавралăх
15 Октября , 12:55

Тăван тăрăха юратасси ачаран пуçланать

Çак кунсенче Авăркас районĕнчи Трепел ялĕнчи культура çуртĕнче çамрăк ăру валли пĕлÿ паракан мероприяти иртнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Тăван тăрăха юратасси ачаран пуçланатьТăван тăрăха юратасси ачаран пуçланать
Тăван тăрăха юратасси ачаран пуçланать

Ачасем Пушкăртстанăн тĕлĕнмелле тĕнчипе паллашнă, республика символĕсем пирки чылай çĕннине пĕлнĕ. Сăмахран ялав çинчи виçĕ тĕс мĕне пĕлтернине хак панă. Е тата пухăннисене  «Герб çинчи курай мĕне пĕлтерет?» текен ыйту çине хурав тупма та ансатах пулман. Пĕчĕк Тăван çĕршывăн гимнне итлесе ăша хывни те кăмăла кайнă.

Викторина пуçлансан ачасен хушшинчи хĕрÿлех (азарт) уйрăмах ÿссе кайнă. Вĕсем ыйтусем çине ăмăртмалла хуравланă, Пушкăртстанăн  çут çанталăкĕ, культурипе йали-йĕрки çинчен анлă та тулли пĕлÿ кăтартса панă. Çамрăк ăрун сăн-питĕнче саванăçа тата пĕри те тепри алă çĕклесе хуравланине курма уйрăмах кăмăллă пулнă.

Хăйне евĕр уява йĕркелекенсем, культура ĕçченĕсем, çакăн пек ăшă та шавлă тĕлпулусем тăван тăрăха ачаран юратма хăнăхтараççĕ тесе шутлаççĕ. Вĕсемпе ыттисем те килĕшеççĕ пулĕ тетĕп.

Юрий СНЕГОПАД.

Авăркас районĕ.

Тăван тăрăха юратасси ачаран пуçланать
Тăван тăрăха юратасси ачаран пуçланать
Тăван тăрăха юратасси ачаран пуçланать
Автор:Юрий Михайлов