

Иртсе пыракан эрне аномалиллĕ ăшă пулчĕ. Вăтам Ази сывлăш калăпăшĕн витĕмĕпе сывлăш температури калама çук çÿлĕ шая çĕкленчĕ. Анчах та çак пулăм вĕçленсе пырать, пире сивĕ çанталăк кĕтет.
Пушкăртгидромет пĕлтернĕ тăрăх, çитес эрне пуçламăшĕнче республикăра пурăнакансемшĕн сивĕ кунсем килсе çитĕç. Октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче чылай районсенче сывлăшри температура кăнтăрла +8, +13 градуспа танлашĕ, кантăр-хĕвелтухăçĕнче +18 тытăнса тăрĕ. Сивĕ сывлăш чикки килсе çитнĕ май, вырăн-вырăнпа çумăр çума пуçлать, çурçĕр-хĕвеланăç енчен çил вăйлăланать – 15-20 м/с.
Октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче сывлăш температури чакасси малалла тăсăлать: çĕрле +1, -4 градус, кăнтăрла +5, +10 градуса çитмелле.
Юрий СНЕГОПАД.