Пулас ӑру валли ӗмӗрлӗхех истори страници ҫырӑнса юлчӗ, манӑн ҫутӑ ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ. Пурте ӑнланатпӑр, хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре патриотизм теми пӗрремӗш вырӑнта. Тӑван ялта аттен палӑкне лартма, Мухтав паркне уҫма пулӑшнӑ ҫынсене ҫӗре ҫити пуҫ тайса ТАВ сӑмахӗ калас килет.
Пилӗк ҫул каялла Пелепей район администрацийӗн ертӳҫи А.А. Сахабиев ятарлӑ хушупа пирӗн ҫемье пурӑннӑ вырӑнти ҫӗре тавӑрса пачӗ. Ҫак тапхӑрта аттен 100 ҫулхи юбилейне тивӗҫлипе кӗтсе илес ӗмӗтпе пурӑнтӑм. Иртнӗ кӗркунне пӗрремӗш утӑмсем турӑмӑр. Мана пулӑшакансемпе, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрремӗш субботник ирттертӗмӗр. Ермеккей районӗнчи Эрехĕрри ялӗнче пурӑнакан А.М. Ильин (чӑн чӑваш чунлӑ ӗҫчен) пилешсемпе юман илсе килсен хастар йышпа ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр. «Асра тытчăр» («Чтобы помнили») проект авторӗ Б.Е. Гордеев, М.Е. Григорьева, Конистаркинсен, Шеметовсен ҫемйисем, Анатолий Федотовпа Иван ывӑлӗ йывӑҫ лартма, пирӗн ҫурт ларнӑ вырӑна йӗрке кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнчӗҫ. Октябрь уйӑхӗнче пулас музей-пирамидӑн никӗсне хывса хӑвартӑмӑр. Авторӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникĕ Федор Мадуров.
Ҫуркунне вара ку ӗҫ малалла тӑсӑлчӗ. А.М.Ильин хӑй ялӗнчен 100 пӗчӗк чӑрӑш илсе килчӗ. Вӗсене лартма каллех Сызрань хулинчен М.Е. Григорьева педагог (манӑн ачалӑхри ырӑ кӳршӗ) ятарласа килсе çитрĕ, ялти ветерансен канашӗн ертӳҫи В.П. Павлова тата ял хастарӗсем хутшӑнчӗҫ.
Паллах, пысӑк ӗҫе пӗччен тӑваймастӑн. Тӑкаксене пӗтӗмпех хам ҫине илме тӳр килчӗ пулин те, мана пулӑшакансем сахал мар пулчӗҫ. Раҫҫей Геройӗ Н.Ф. Гаврилов летчик, А.А. Затулин, Р.Н. Павлова, Николайпа Надежда Петровсем, Михаилпа Инна Беловсем, пӗртӑван аппасем - Алевтинӑпа Людмила (Мускав), В.М. Яковлев, Н.М. Николаев (питӗ шел, юбилейччен пиртен уйрӑлса кайрӗ), Ю.Н. Андреев, Л.В. Вершинина, А.С. Максимов (Пелепей районӗ), Д.Н. Петров (Пишпӳлек районӗ) пулӑшу аллине тӑсрӗҫ. Ҫавӑн пекех ырӑ чунлӑ ентешсене – Слакпуҫӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулисенче пурӑнакан А.В. Степанова (Тува Республики), О.В. Петров (Тольятти), пӗртӑван Валерипе Ирина Кирилловсем (Самара) – тав сӑмахӗ калатӑп. Уйрӑмах Пелепейӗнчи 2-мӗш вӑтам шкул директорне, район Канашĕн депутатне В.Г. Павлова палӑртатӑп. Василий Григорьевич мана укҫа-тенкӗпе кӑна мар, пур енӗпе те пулӑшса, хавхалантарса пычӗ.
Мухтав паркне уҫма, тирпей-илем кӳртме техника панӑшӑн «Слак» хуçалӑх ертӳҫине С.В. Афанасьева пысӑк тав. Сергей Владимирович юбилея тивӗҫлӗ ирттерме те пулӑшрӗ.
Манӑн ҫывӑхран та ҫывӑх тӑванӑмсем, иккӗмӗш сыпӑкри Костя пиччен ачисем – Зоя, Саша (тракторпа хастар ӗҫлерӗ), Наташӑпа Лена хӑйсен ҫемйисемпе кашни кун юнашар пулни, пур енӗпе те пулӑшни пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме хавхалантарса тӑчӗ. Пысӑк тав сире, ман юратнӑ тӑванӑмсем! Эсир манӑн пархатарлӑ ӗҫӗме малалла тӑсасса шанса тӑратӑп. Кӳршӗсене те асӑнса хӑварассӑм килет. Николайпа Людмила Тимофеевсем, Анатолий Емельянов, Фарид, Вячеслав, Валентинӑпа Денис Хасановсем, ӳркенмен Тамара Антипова, Нина Азанова, Елена Павлова, Валерий Максимов (Канаш), Глуховская станцинче пурӑнакан Сергей Степанов тракторист ӑшӑ сӑмаха тивӗҫлӗ.
Чаплӑ юбилея хатӗрлесе тивӗҫлипе ирттерессишӗн пулӑшнӑ ентешсене те тав тӑватӑп. Слакпуҫ ял хутлӑхӗн ертӳҫине Д.Ю. Андреева тата унта ӗҫлекенсене чечексем лартса клумбӑсем йӗркеленӗшӗн, ялти Культура ҫурчӗн талантлӑ ӗҫченӗсене, шкул директорне О.В. Ивановӑна, музей директорне О.А. Ивановӑна – пысӑк тав!
Юбилей ентешсен асӗнче ӗмӗрлӗхех юлтӑр тесе аякри хӑнасем те уява хутшӑнчӗҫ. Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ, ҫар наукисен докторӗ И.Н. Николаев профессор, «Пограничник» журнал редакторӗ А.Г. Мясников, О.Д. Максимов подполковник (Мияки районӗнче ҫуралса ӳснӗ) тата унӑн мӑшӑрӗ Алена Силпи юрӑҫ, тӗнчипе паллӑ спортсмен, ХХll Олимп вӑййисен бронза призерӗ С.Г. Корнилаев (Иглин районӗнче ҫуралса ӳснӗ) ятарласа уява килсе ҫитрӗҫ, Нарспи ҫӗршывӗнче пулнишӗн, вӑрҫӑ паттӑрне халалласа палӑк, парк уҫма пултарнишӗн савӑннине пӗлтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех Ульяновск хулинчен килнӗ «Сӑрнай» ансамбль юрӑҫисем «Ниме» культура центрӗн хастарӗсем, Авăркас районӗнчи Шланлӑ ялӗнчи«Пилеш» ансамбль юрӑҫисем уява илем кӳнӗшӗн тав сӑмахне тивӗҫлӗ.
Калас сӑмахӑмсем сахалах мар. Манӑн уйрӑмах пултаруллӑ педагога, Сызраньте пурӑнакан М.Е. Григорьевӑна Слакпуҫ ялӗн чӑн-чӑн патриотне палӑртса хӑварас килет. Маргарита Елизаровна темиҫе хутчен яла килсе, субботниксене хутшӑнса ырӑ сӗнӳсемпе мана пулӑшрӗ. Вӑл ялти ветерансен канашӗн ертӳҫипе В.П. Павловапа пӗрле пур ветерансем ҫинчен пулас музей валли материалсем пухнӑ. Пархатарлӑ ӗҫӗрсем малашне те ăнса пыччăр, ӗмӗрӗрсем вӑрӑм пулччăр. Б.Е. Гордеева (вӑл та палӑка уҫассипе хавхалантаракансен хушшинче сумлӑ вырӑна йышӑнать) «Асра тытчăр» проекта вӗҫне ҫитерме, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫламашкӑн ырлӑх-сывлӑх сунас килет.
Вырӑнти хастар, Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи В.М. Яковлев укҫа-тенкӗпе пулӑшнисӗр пуҫне юбилей чаплӑ ирттӗр тесе нумай тӑрӑшрӗ. Нимӗнле ӗҫрен те пӑрӑнманскер, хӑй руль умне ларса щебень турттарчĕ.Чӑвашлӑха аталантарассипе çыхăннă ӗҫӗрсем яланах ăнса пыччăр Владимир Матвеевич!
Информаци енчен пулăшу панăшăн, кашни тунă ĕçе хаçат страницинче çутатса панăшăн «Урал сасси» хаçат коллективне тав сăмахĕ каласшăн.
Уяв кӗрекинче пухӑннисене хӑналама И.И. Горбачевская предприниматель, пурне те салтак пӑтти ҫитерме С.В. Афанасьев хуçалăх ертÿçи пулӑшрӗҫ.
Паллах, Пелепей район администрацийӗн ертӳҫине Азат Сахабиева мана пур енӗпе те хавхалантарса пынӑшӑн, аттен юбилейне чаплӑ ирттерме пулӑшнӑшӑн тепӗр хут тав тӑватӑп. Пирӗн умра татах та пысӑк ӗҫ - музей-пирамидӑна туса пӗтерсе уҫасси. Ҫавӑнпа та малашне те пӗрле ӗҫлесчӗ хаклӑ ентешӗмĕрсем, пулас ӑру валли историн тепӗр страницине ҫырасчӗ. Тав сире, пуриншӗн те чӗререн тухакан пысӑк ТАВ!
Анатолий ПАВЛОВ,
отставкӑри полковник.
Мускав хули.