Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Терроризма хирĕç
8 Октябрӗн 2022, 17:00

Крым кĕперĕ çинче взрыв пулнă

Крым кĕперĕ çинче çăк турттаракан автомобиль сирпĕннĕ. Çакăн çинчен çĕршыври терроризма хирĕç кĕрешекен комитет (Национальный антитеррористический комитет) пĕлтернĕ.

Крым кĕперĕ çинче взрыв пулнă
Крым кĕперĕ çинче взрыв пулнă

Автомобильсем иртсе çÿрекен кĕпер пайĕн икĕ сыпăкĕ юрăхсăра тухнă, карапсем çÿрекен кĕпер арккине нимĕн те пулман.

Малтанхи информаци тăрăх, инкеке пула сиенленнисем çук тесе пĕлтернĕ Крым Республикин пуçлăхĕн канашçи Олег Крючков.

Килĕсене таврăнма тухнă туристсене хăна çурчĕсенче пĕр талăка тÿлевсĕр пурăнма ирĕк панă. Çакăн пирки Новости РИА Крым Республикин Пуçлăхĕн Сергей Аксенов каланă сăмахсене тĕпе хурса пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра Крымра канакансен шучĕ 50 пин ытла çынна çитмелле тесе пĕлтернĕ Раççейри Туроператорсен ассоциацийĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: