Мероприятие аслисемпе ачасем хаваспах хутшăннă. Альбина Сайдякова библиотекарь «терроризм» ăнлавпа паллаштарнă, паянхи кун этемлĕхе мирлĕ лару-тăрура аталантарас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен каласа панă. Чрезвычайлă лару-тăрусенче хамăра тĕрĕс тытмалли правилăсемпе Юмашри нумай функциллĕ культура çурчĕн директорĕ Венера Яковлева, вырăнти «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Вера Фомина паллаштарнă. Унсăр пуçне мероприятие йĕркелекенсем ачасем правилăсене епле астуса юлнине тĕрĕслес тĕлĕшпе ыйтусем çине хуравлама сĕннĕ, асра тытмалли пĕлÿсене (памятка) салатса панă. Юлашкинчен шкул ачисем терроризма тата экстремизпа хирĕç тăма чĕнсе калакан сăвăсене илемлĕ вуланă.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.