Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
28 Апрелӗн 2022, 15:45

Пушкăртстан Якутине пылпа, лашасемпе тата ял хуçалăх техникипе тивĕçтерĕ

Якутипе Пушкăртстан республикисем малашне ял хуçалăх отрасльне пĕрле аталантарма палăртаççĕ, çав шутра лашасем ĕрчетесси те кĕрет.

Пушкăртстан Якутине пылпа, лашасемпе тата ял хуçалăх техникипе тивĕçтерĕ
Пушкăртстан Якутине пылпа, лашасемпе тата ял хуçалăх техникипе тивĕçтерĕ

Унсăр пуçне пирĕн республика Якутине агропромышленность комплексĕ валли кăларакан продукципе тивĕçтерĕ. Çав шута ÿсентăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем, тĕрлĕ удобренисем, ял хуçалăх техники, пыл тата ытти те кĕрет. Килĕшĕве Саха-Якути правительствин председателĕ Андрей Трасенко ертсе пыракан официаллă делегаци Пушкăртстана килсен алă пусса çирĕплетнĕ.

Саха-Якутин премьер-министрĕ Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа тĕл пулнă. Икĕ енлĕ делегаци регионсем хушшинчи экономика хутшăнăвĕсене çирĕплетессипе тумалли ĕçсене пăхса тухнă тата кăçалхи кĕркунне Пушкăртстан делегацийĕ Якутинче хирĕсле визитпа пуласси çинчен калаçса татăлнă. Çавăн пекех икĕ республика пĕрле ĕçлесси пирки калакан çĕнĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетме йышăну тунă тата пĕрле мĕнле мероприятисем туса ирметтермелли çулçÿрев картине хатĕрлемелле.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: