- Пире сирĕн командăпа, калмăк тус-тăвансемпе, ĕçлеме кăсăк та кăмăллă. Пурнăç хăй çĕнĕ партнерсем тупма, ÿсĕм вырăнĕсем шырама хистет. Эпир вĕсене Бату Сергеевичпа сÿтсе яврăмăр, кунта туризм, ял хуçалăхĕ, наука, логистика ыйтăвĕсем кĕреççĕ, - каласа панă Радий Хабиров малашнехи ĕçлĕ хутшăнусен планĕпе паллаштарнă май.
Пушкăртстана Калмыки Пуçлăхĕ Бату Хасиков ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Пушкăртстан тата Калмыки пуçлăхĕсем «Пушкăрт лаши» фестивале хутшăннă. Радий Хабиров социллă сетьсенче çак пысăк мероприятине кампа кайнине те кăтартса панă.
Сăмах май, çÿлерех асăннă килĕшÿ пурри малашне Ĕпхÿрен Элистана авиарейс уçма май парĕ.
- Çапла майпа икĕ республикăн халăхĕсене тата управлени командине çывăхлатăпăр. Эпир Элистан хăйне евĕр кăсăк культурипе паллашма пултаратпăр, калмăксем вара пирĕн республикăн историне, культурине тата çут çанталăкне хак парĕç, - тенĕ Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.