+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăйсен продукцине 35 компани курава тăратĕ. Вĕсенчен - 13-шĕ Раççей регионĕсенчен, 6-шĕ - Беларусинчен. Павильонта çĕр айĕнчи усăллă япаласене кăлармалли, строительство машинисем, ял хуçалăх техникипе хатĕр-хĕтĕрсем, вĕçмелли аппаратсем тата 130 техника единици (тракторсем, самосвалсем, погрузчиксем тата ыт. те) курма пулĕ. Форум витĕмĕпе апат-çимĕç фестивалĕ те иртĕ.