Урал сасси
0 °С
Облачно
Туслăх кĕперĕ
14 Февраля 2024, 07:08

Ĕпхÿре кĕркунне Пĕтĕм Раççейри кулинари конгресĕ иртĕ

 2024 çулхи кĕркунне  Ĕпхÿ хулинче Пĕтĕм Раççейри кулинари конгресĕ иртесси пирки ПР суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев пĕлтернĕ.  

Добавить в предпочтительные источники Google
Ĕпхÿре кĕркунне Пĕтĕм Раççейри кулинари конгресĕ иртĕĔпхÿре кĕркунне Пĕтĕм Раççейри кулинари конгресĕ иртĕ
Ĕпхÿре кĕркунне Пĕтĕм Раççейри кулинари конгресĕ иртĕ

Мероприятие Пушкăрстан правительствипе Раççей кулинарĕсен  Наци ассоциацийĕ пĕрле ĕçлени (сотрудничество) шайĕнче ирттерме йышăннă. Меморандума икĕ енчен Мускавра йĕркеленĕ «Раççей» Тĕнчери куравра  Суту-илÿ кунĕсем иртнĕ чух алă пуснă.

- Гастрономи туризмне, кулинарие аталантарас ĕçре пĕр-пĕрне пулăшма, пĕрле мастер-классем ирттерме калаçса татăлнă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри кулинари конгресне пĕрле ирттерĕç. Вăл сентябрь уйăхĕнче Ĕпхÿ хулинче иртĕ. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен килнĕ кулинарсем хăйсен опычĕпе, пĕлĕвĕсемпе пĕр-пĕринпе ылмашĕç, - тесе çырнă Алексей Гусев.

Автор:Инга Алексеева