Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
9 Мартӑн , 13:20

Пушкăртстанри куракансене виçĕ чăвашла спектакль кĕтет

Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министерстви 2024 çулта Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ «Пысăк гастрольсем» («Большие гастроли») федераллă программăна кĕнĕ тесе пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри куракансене виçĕ чăвашла спектакль кĕтет
Пушкăртстанри куракансене виçĕ чăвашла спектакль кĕтет

Çак тивлетпе апрель уйăхĕнче труппа Пушкăртстана килсе çитмелле, Ĕпхÿри «Нур» патшалăх тутар театрĕнче виçĕ спектакльпе куракансене савăнăç парнелĕ. Пирĕн республикăра гастроль апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльпе уçăлмалла. Кунта куракансем хăйсен ентешĕн, вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕн Кĕçтенттин Ивановăн, пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарĕç. Тепĕр кун, апрелĕн 18-мĕшĕнче, Чăваш Ен артисчĕсем «Нур» театр сцени çинче «Туя туй пек тăвар-?» комеди кăтартса парĕç. Виççĕмĕш кун (вăл гастроле вĕçлет) куракан Ухсай Якковĕ çырнă «Шуйттан чури» мистикăлла драмăна ăша хывса хак пама пултарать.

Спектакльсенчи  артистсен калаçăвне синхроллă майпа вырăсла куçараççĕ. Çавăнпа та текстсенчи шухăша ытти халăх çыннисем те çăмăллăнах ăнланма пултарĕç.

Сăмах май, «Пысăк гастрольсем» программăна РФ Культура министерстви 2014 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе йĕркеленĕ. Паянхи кун вăл чăнахах та çĕршыври чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ проект шутланать.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри куракансене виçĕ чăвашла спектакль кĕтет
Пушкăртстанри куракансене виçĕ чăвашла спектакль кĕтет
Пушкăртстанри куракансене виçĕ чăвашла спектакль кĕтет
Пушкăртстанри куракансене виçĕ чăвашла спектакль кĕтет
Пушкăртстанри куракансене виçĕ чăвашла спектакль кĕтет
Пушкăртстанри куракансене виçĕ чăвашла спектакль кĕтет
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: