Урал сасси
0 °С
Облачно
Туслăх кĕперĕ
5 Августа 2024, 11:43

Пушкăртстанпа Адыгея парламенчĕсем хушшинчи килĕшÿ

Пушкăртстанпа Адыгея парламентсем хушшинчи килĕшĕве алă пуснă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстанпа Адыгея парламенчĕсем хушшинчи килĕшÿПушкăртстанпа Адыгея парламенчĕсем хушшинчи килĕшÿ
Пушкăртстанпа Адыгея парламенчĕсем хушшинчи килĕшÿ

Документ текстне Патшалăх пухăвĕн постановленийĕпе çирĕплетнĕ.

ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн тата Патшалăх Канашĕн - Адыгей Республикин Хасэ парламенчĕсем пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă. Çак ĕçсен шутне саккун проекчĕсемпе, аналитикăпа методика материалĕсемпе ылмашни, конференцисемпе консультацисем пĕрле ирттерни, пĕрлехи комиссисем, ĕç ушкăнĕсем йĕркелени, икĕ республика хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем тăвасси кĕрет.

ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕн Константин Толкачевăн сăмахĕсем тăрăх, республика Раççей ытти регионĕсемпе парламентсем хушшинчи çыхăнусене ăнăçлă йĕркелет. Çирĕм çичĕ саккун органĕсемпе, çав шута Луганск тата Донецк халăх республикисем те кĕреççĕ, ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. Парламент спикерĕ çакă экономикăпа культура сферинче те ĕçлĕ çыхăнусем тума, ĕç процесĕсене  çĕнтеме пулăшни çинчен палăртнă.  

Автор:Инга Алексеева