Асăннă реестр Пушкăртстанри сакăр производителе тата Донецк Халăх Республикин «Спецодежда и униформа» предприятине пĕрлештернĕ.
- Донецк Халăх Республикин экономики сывални савăнтарать. Эпĕ пирĕн регионсене пĕр-пĕрне мĕн сĕнмелли пур тесе яланах калаттăм. Çак пĕрлĕхлĕ ĕç – пысăк çулăн пуçламăшĕ çеç пулнине шанатăп, - тенĕ Радий Хабиров.
Ача-пăча таварĕсемпе теттесем тăвакансен кластерне Пушкăртстанри Кластерсен ассоциацийĕ тата Республикăри промышленность аталанăвĕн фончĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Тĕп тĕллев – импорта улăштаракан, ачасемшĕн хăрушсăр, паха продукци туса кăларакан производительсене пулăшасси. Кластера кĕрекен предприятисем пластмасс, йывăç, çемçе теттесем тăваççĕ, шкул тумтирĕ çĕлеççе тата ыт. те.
- 2023 çулта Ĕпхÿри Совет площадĕнче «Айда играть» фестиваль ирттертĕмĕр, унта пĕтĕм çĕршывран 140 производитель килсе çитрĕç. Асăннă мероприятие ирттерессине йĕркене кĕртесшĕн, - палăртнă Радий Хабиров. – Эпир Пушкăртстанра ача-пăча таварĕсен производствин центрĕ тăвасшăн. Теттесем воспитани параççĕ, ачара çыннăн паха енĕсене аталантараççĕ. Çак ыйтăва тимлĕх уйăрмалла. Халĕ эпир çак енпе ĕçлетпĕр.