Пур хыпар та
Туслăх кĕперĕ
19 Ноябрӗн 2024, 09:56

Пушкăртстанпа Алтай хушшинче тÿрĕ авиаçыхăну пулĕ

Ĕпхÿ хулинчен Горно-Алтайск хулине тÿрĕ авиарейссем йĕркелĕç. Çакăн çинчен ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Алтай Республикин пуçлăхĕ Андрей Турчак пирĕн региона килнĕ чух пĕлтернĕ.

Пушкăртстанпа Алтай хушшинче тÿрĕ авиаçыхăну пулĕ
Пушкăртстанпа Алтай хушшинче тÿрĕ авиаçыхăну пулĕ

Алтай ертÿçисемпе Ĕпхÿри медицина аслă шкулĕ килĕшÿ тунă, ун тăрăх çамрăк специалистсене Горно-Алтайск хулине ĕçлеме ярĕç. Асăннă регионта медицина ĕçченĕсем çитменни çинчен Пушкăртстан правительствин пресс-службинче пĕлтернĕ.

- Асăннă сывлăш çыхăнăвĕ транспорт  мобильлĕхне ÿстерет. Алтайри пациентсене Ĕпхÿ хулинче çÿллĕ технологиллĕ пулăшу илме май парать. Пушкăртстанран килекен туристсене Алтайпа паллашма ункайлă майсем уçать, - палăртнă Андрей Турчак.

Андрей Турчак Радий Хабировпа килĕшĕве алă пуснă. Регионсен пуçлăхĕсем ял хуçалăх, транспорт, вĕрентÿ, культура сферисенче, тавралăха сыхлас ĕçре пĕрле ĕçлесси çинчен калаçса татăлнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: