Февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче Минск хулинче Радий Хабиров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асра тытса Çĕнтерÿ монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хунă.
Пушкăртстанпа Белорусси хушшинчи хутшăнусен аталанăвĕ пирки Радий Хабиров Беларусси президенчĕпе Александр Лукашенкопа тĕл пулнă чухне тĕплĕн калаçнă. Вăл пĕрле пурнăçа кĕртмелли проектсене аса илнĕ. Çав шута тракторсем, троллейбуссем, трамвайсем тата ытти техника туса кăларасси кĕрет. Лукашенко сăмахĕсем тăрăх, Пушкăртстанпа ĕçлеме ансат та хăтлă. Çавăн пекех Пушкăртстанпа Белоруссин пĕр-пĕрин хушшинчи тавар çаврăнăшне ÿстерме пурте пур. Çакă 320 млн доллар чикĕ урлă каçма май парать.
Сÿтсе явнă проектсен шутне пушкăрт тата белорус инвесткластер йĕркелесси кĕнĕ. Ĕпхÿри троллейбус завочĕпе МАЗ хушшинчи хутшăнусем ăнăçлă аталанаççĕ – Ĕпхÿре çулсерен 300 ытла троллейбус туса кăлараççĕ.
Çавăн пекех Пушкăртстан Пуçлăхĕ Беларусь Республикин премьер-министрĕпе Роман Головченкопа нумай ыйтусене – пысăк предприятисен кооперацийĕ, «Пушкăрт-белорус вăрăм ĕмĕрлĕх» программа, спорт сферинчи хутшăнусем – çĕкленĕ.
Юрий СНЕГОПАД.