Çемье уйрăм çуртпа дача вырăнне усă курма, пахчара çимĕçсем çитĕнтерме, çу кунĕсенче хула шавĕнчен канма палăртнă. Вăхăт иртнĕçемĕн кил-çурта хăтлăх кĕртнĕ, халĕ Григорьевсем кунтах пурăнаççĕ.
– Мĕншĕн Кивĕ Курманкеево ялĕ? Мана кунта пурăнма питĕ килĕшет, – каласа парать Раиса Григорьева. – Çак çурта, вăл кивĕ пулсан та, ял хĕрринчи илемлĕ вырăна пĕрре курсах килĕштертĕм. Кунта хама лăпкă та аван туятăп. Ялта ытларах пушкăртсем пурăнни мана пĕрре те пăшăрхантармасть, таврари çынсем лайăх, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупрăмăр. Кÿршĕре пурăнакан Зухра Мустафина маншăн чи çывăх юлташ пулса тăчĕ. Пĕр-пĕрне май пур таран пулăшатпăр. Ăна яланах шанма пулать, вăл та ман çине шанма пултарать.
Пиртен кашнийĕ тĕрлĕ тĕне ĕненет: эпир чăвашсем – православи çыннисем, пушкăртсем – мăсăльмансем. Анчах мĕнпур уявсене те пĕрле паллă тăватпăр. Мăнкун е ытти праçниксене уявланă чух пушкăрт юлташсем валли, мероприятире хăйсене ют çынсем пек ан туйччăр тесе, тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлетĕп.
Вырăнти клубра иртекен мероприятисене кайса курма тăрăшатăп. Мĕн каланине яланах ăнланмастăп пулсан та пушкăрт юррисемпе ташшисем питĕ килĕшеççĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, пушкăрт тата чăваш чĕлхисен пĕрпеклĕхĕ пур. Манăн мăшăрăм виçĕ чĕлхе пĕлет: чăвашла, вырăсла тата тутарла. Килте, паллах, тăван чĕлхепе калаçатпăр. Свердловск облаçĕнчи çывăх юлташсемпе нумай çул хушши çыхăну тытатпăр, вырăсла пуплетпĕр. Илья вырăнти халăхпа тутарла та сăмах ваклама пултарать. Шел, хĕрпе ывăлăмăр чăвашла лайăх пĕлмеççĕ, анчах кăштах ăнланаççĕ. Вĕсем ÿссе çитĕннĕ, хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ. Вăхăт шунă май вĕсенче тăван чĕлхене пĕлес туртăм вăранасса шанатăп. Мĕншĕн тесен килте тăван культурăна кăштах та пулин ăша хывнă.
Пирĕн тымарсем – Авăркас районĕнчен, эпир пĕр шкулта вĕреннĕ. Классенче тутар тата пушкăрт ачисем пулнă, вĕсем чăвашла ирĕклĕн калаçатчĕç. Чăваш ачисем те ытти чĕлхесене вĕреннĕ, пĕр-пĕрне ăнланнă, нихăçан та кÿренмен. Ман шутпа, ытти халăхсен культурине пĕлни тавракурăма анлăлатать, тĕнче анлăрах та тĕрлĕ енлĕ туйăнать. Унсăр пуçне çĕршывра, республикăра пурăнакан халăхсен пĕтĕмĕшле йăлисенче тараватлăх, пĕр-пĕрне пулăшасси, аслисене хисеплени, мăн асатте-асаннесене асра тытни палăрать. Пирĕн атте-аннесем уявсене ялĕпе пухăнса пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренине, сĕтел çине килте мĕн пуррине лартнине лайăх астăватăп.
Халăхсем чылай çул хушши килĕшÿре тата туслă пурăннă май пĕр-пĕрин йăли-йĕркисене хисеплеççĕ, ăша хываççĕ. Сăмахран, туй йăли-йĕркине илес пулсан вырăс халăхĕн йăлисемпе пĕр пекки нумай пулнине асăрхама пулать. Çĕнĕ çынна икĕ витрепе шыв çĕклеттерни вара пушкăрт тата тутар халăхĕсен те пур. Ĕлĕк-авал чăваш хĕрарăмĕсем туйсенче, уявсенче наци тумĕ тăхăннă. Уйрăмах вак укçасенчен тунă хушпу илĕртнĕ. Шел, халĕ çакна сайра-хутра тĕл пулатăн.
Маншăн чи юратнă пушкăрт уявĕсенчен пĕри – Курбан-байрам. Çак кун ырă та хаваслă çынсем пĕр çемьене çаврăнса пĕр-пĕрне хăналаççĕ.
Галина БУРДИЛЕВА.
Давлекан районĕ, Кивĕ Курманкеево ялĕ.