-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Делегаци йышне Ĕпхÿ çывăхĕнчи Жуково ялĕнчи Ильин ячĕллĕ «Вĕçсе хăпар»(«Взлетай»), Хĕрлĕ Çыр, Дмитриевка, Михайловка шкулĕсенчи тата «Пĕлÿ» («Знание») вĕрентÿ центрĕн 7-9 классенче вĕренекенĕсем кĕнĕ. Ачасем пурте хăйсене обществăлла пурнăçра лайăх енчен кăтартнă. Пушкăртстан тата Беларуç шкулĕсенче вĕренекенсем пĕрле спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçĕç, «Брест крепоç-геройĕ» мемориал комплексне тата ытти паллă вырăнсене çитсе курĕç.