Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Туслăх кĕперĕ
28 Июлӗн , 09:00

Самар Ен чăвашĕсемпе çыхăнусем çирĕпленеççĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче Слакпуç ялĕнче «Туслăх кăшăлĕ» регионсем хушшинчи уяв иртрĕ. Ăна пирĕн республикăри чăваш хастарĕсем Пушкăртстанпа Самар Ен чăвашĕсем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетес тата аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Самар Ен чăвашĕсемпе çыхăнусем çирĕпленеççĕСамар Ен чăвашĕсемпе çыхăнусем çирĕпленеççĕ
Самар Ен чăвашĕсемпе çыхăнусем çирĕпленеççĕ

Самар тăрăхĕнчен килнĕ йышлă делегацин (55 çын) ертÿçи облаçри «Пехиль» чăваш культура обществин председателĕн çумĕ Николай Давыдов пулчĕ. Хăнасем малтан Константин Ивановпа Яккăв Ухсайăн вил тăприйĕсем çине чĕрĕ чечексем хучĕç, вĕсен музейĕсенче пулса унти материалсемпе паллашрĕç. Паллах, Нарспипе Сетнерĕн çăлкуçĕ патне çитме те кăмăл турĕç. Çавăн пекех самарсем Совет Союзĕн Геройĕн Николай Павлов ячĕллĕ Мухтав паркĕнче те пулчĕç, паттăра пуç тайрĕç.

Ун хыççăн аякри хăнасем (вĕсем 400 çухрăма хыçа хăварнă) К.Иванов паркĕнчи сцена çинче ял халăхĕ валли концерт кăтартса пачĕç. Унта вунă ытла коллектив тата уйрăм юрăçсем хутшăнчĕç. Вĕсем пурте Пелепей районĕнчи ЧНКАн Тав çырăвесене тивĕçрĕç. Çавăн пекех хăйпултарулăх артисчĕсене куракансен ятĕнчен Рима Петрова педагогика ĕçĕн ветеранĕ тав туса, чăваш халăхĕн çĕр пин юррине упрама сунчĕ.

Малашне икĕ ен те çакăн пек тĕлпулусене тăтăшрах йĕркелеме калаçса татăлчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ. Пелепей районĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас