Урал сасси
0 °С
Облачно
Туслăх кĕперĕ
22 Августа , 08:00

Питӗрте Чӑваш Ен кунӗсем иртӗҫ

Питӗрте Чӑваш Ен кунӗ пулассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: асӑннӑ хулари Чӑваш Ен кунӗсене ҫурла уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче ирттерме палӑртса хунӑ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Питӗрте Чӑваш Ен кунӗсем иртӗҫПитӗрте Чӑваш Ен кунӗсем иртӗҫ
Питӗрте Чӑваш Ен кунӗсем иртӗҫ

«Хыпар - Вести Чувашии» канал МАХра пӗлтернӗ тӑрӑх, «мероприятире республикӑн экономикӑри, вӗрентӳри, культурӑри, туризмри, медицинӑри, истори еткерлӗхне упраса хӑварас тата ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлас ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе паллашма пулӗ».

Асӑннӑ ҫӑлкуҫ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хыпарлани тӑрӑх ҫапла ҫырса пӗлтернӗ: «Питӗрпе Чӑваш Ене нумай ҫул туслӑ хутшӑнни, пӗрлехи истори, культура ҫыхӑнӑвӗсем, экономикӑри ҫирӗп партнерлӑх ҫыхӑнтараҫҫӗ. Чӑваш Ен кунӗсен вӑхӑтӗнче экономикӑпа суту-илӳ, наукӑпа техника, социаллӑ тата культура ӗҫтешлӗхӗ тӗлӗшӗпе 2028 ҫулччен ирттермелли мероприятийсен планне алӑ пусса ҫирӗплетӗҫ».

Чăваш халах сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов