Урал сасси
+1 °С
Облачно
Туслăх кĕперĕ
21 Октября , 12:00

Пушкӑртстан делегацийӗ Узбекистанра ӗҫлет

Октябрь уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республика ертӳҫи Радий Хабиров ертсе пыракан Пушкӑртстан делегацийӗ Узбекистана официаллӑ визитпа кайса çитнĕ. Делегаци йышне регион правительствин членӗсем, профильлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех бизнес представителӗсем кӗнӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкӑртстан делегацийӗ Узбекистанра ӗҫлетПушкӑртстан делегацийӗ Узбекистанра ӗҫлет
Пушкӑртстан делегацийӗ Узбекистанра ӗҫлет

Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Узбекистан пирӗн республикӑн тӗп партнерӗсенчен пӗри  пулнине пĕлтернĕ.

"Паян эпир  ырă кăмăллă та тарават çĕршывăн тĕп хулинче - Самаркандра .

Ҫавӑнпа Самарканд облаҫӗн хокимӗпе Адиз Музафарович Бобоевпа тӳрӗ авиаçулçÿрев аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтăва сÿтсе яврăмăр", — тесе çырнă регион ертӳҫи социаллă сетьсенчи страницисенче.

Ҫавӑн пекех вӑл ял хуҫалӑхӗнче пӗрле ӗҫлемелли плансем ҫинчен каласа панă.

Lasselsberger компанин генеральнӑй директорӗ Йозеф Лассесбергер чӗннипе Пушкӑртстан делегацийӗ тата Ташкент облаҫӗн хокимӗ  Зойир Мирзаев Самаркандри Cemix строительство материалĕсем туса кӑларакан завода ҫитсе курнӑ.

"Халӗ ҫак пӗтӗм тӗнчери холдингпа ҫыхӑнса ӗҫлессине анлӑлатасси пирки калаҫусем пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та паянхи ҫул ҫӳрев — ку ĕçпе тунă тепӗр утӑм", — палăртнă Радий Хабиров.

Вӑл пĕлтернĕ тӑрӑх, ыран Ташкент облаҫӗнчи "Бекабад" пушкӑрт-узбек технопаркӗн территорийӗнче пирӗн пӗрремӗш завода тума старт парӗҫ.

Автор:Инга Алексеева