Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
12 Майӑн 2022, 10:10

Елена Шуртăва ентешĕсем саламланă

Çак кунсенче Ситек ялĕнчи «Асанне арчи» историпе культура центрĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» фольклор коллективĕ Шупашкар хулинче пулса килчĕ.

Елена Шуртăва ентешĕсем саламланă
Елена Шуртăва ентешĕсем саламланă

Чăвашсен шĕкĕр хулине ситексене ахаль мар, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Владимировна Шурту (Хорькова) ентешĕн 60 çулхи юбилейне паллă тунă юбилей каçне тата ăна Чăваш Республикин халăх артистки ята парса чысланă мероприятие йыхравларĕç.
Юбилей мероприятине кайиччен тахçан малтан репертуарне хатĕрлерĕмĕр, костюмсем суйларăмăр. Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти культура çурчĕн хăтлă автобусĕпе çула тухрăмăр.
Елена Шуртăвăн пысăк юбилей концерчĕ апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче иртрĕ. Мероприятие Чăваш Республикин сумлă хăнисем хутшăнчĕç. Çав шутра – ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Алексей Кизилов, ЧР Театр ĕçĕ-хĕлĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Зоя Яковлева тата ыт.те. Çавăн пекех пирĕн ентеше саламлама культурăпа искусствăн паллă деятелĕсем, Театр деятелĕсен пĕрлешĕвĕн правлени членĕсем, чăваш поэчĕсем, Чăваш Енри профессиллĕ театр трупписем килсе çитрĕç. Уяв программи пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Вĕсем пурте салам сăмахĕсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, сăвăсем вуларĕç, сцена ăстисем хавхалануллă ташăсем ташларĕç. Чĕннĕ хăнасем «Санăн йыхравна эп илтрĕм» моноспектакль те пăхрĕç. Асăннă постановкăра тĕп роле пысăк професси ăсталăхĕпе Елена Владимировна хăй вылярĕ. Спектакле «Цифрăллă пуканесен театрĕ: моноспектакльтен пуçласа куракана явăçтарасси таран» проектпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Вăл залра ларакан кашни çын чĕрине, чунне пырса тиврĕ, никама та лăпкă хăвармарĕ.
Пирĕн «Çеçпĕл» фольклор ушкăнне Пушкăртстан Республикин делегацийĕ тесе паллаштарчĕç. Эпир Елена Владимировнан юратнă юррисене юрларăмăр. «Пушкăртстан Республикинче ĕçре палăрнăшăн» сумлă палла тивĕçнĕ, республикăри кашни çын тенĕ пекех пĕлекен Ирина Игнатьева чăваш ташшине ытармалла мар илемлĕ ташласа пачĕ. Эпир хамăр ентеше Пишпÿлек район администрацийĕн пуçлăхĕ Артур Зарипов, Пăслăк тата Çирĕклĕ ял Канашĕсен ятĕнчен Тав çырăвĕсем парса чысларăмăр, салам сăмахĕсем çитертĕмĕр. Çавăн пекех асăнмалăх парнесем патăмăр. Елена Шурту делегацие ăшшăн тав турĕ.
Пирĕн çулçÿрев Пишпÿлек район пуçлăхĕ А.М. Зарипов, районти культура уйрăмĕ (Е.П. Арефьева), Ирина Васильевна Игнатьева тĕрлĕ енлĕ пулăшнипе, «Урожай» ООО ертÿçи Ю.И. Иванов спонсорла пулăшу панипе пурнăçланчĕ. Çавăн пекех автобус водительне П.Г. Петрова пирĕнпе тимлĕ пулнăшăн тав тăватпăр. Пысăк тав «Çеçпĕл» ушкăна парнесем, кучченеçсем хатĕрлеме пулăшнăшăн. Юбилей каçĕнче интереслĕ те пултаруллă çынсемпе тĕл пулни пирĕн чĕресенче ăшă туйăмсем хăварчĕ. Шупашкар – тĕлĕнмелле хитре те илемлĕ хула. «Тепре тĕл пуличчен», – тесе сывпуллашрăмăр хамăрăн тымарсем пуçланакан Чăваш çĕрĕпе.
Людмила РОМАНОВА, «Асанне арчи» наципе культура центрĕн пайташĕ. Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.

Елена Шуртăва ентешĕсем саламланă
Елена Шуртăва ентешĕсем саламланă
Елена Шуртăва ентешĕсем саламланă
Елена Шуртăва ентешĕсем саламланă
Елена Шуртăва ентешĕсем саламланă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: