Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
28 Майӑн 2022, 16:10

Ĕпхÿрен Сургута вĕçекен самолет çинче техника кăлтăкĕ тупăннă

Асăннă маршрутпа вĕçекен самолет аэропортра çĕр çине анса ларсан унăн тытса пымалли рычагĕсем ĕçлеме пăрахнă.

Ĕпхÿрен Сургута вĕçекен самолет çинче техника кăлтăкĕ тупăннă
Ĕпхÿрен Сургута вĕçекен самолет çинче техника кăлтăкĕ тупăннă

 «Авиаинцидент» телеграмм-канал пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче 17 сехет те 20 минутра Мускав вăхăчĕпе самолет çĕр çине анса ларсан вĕçсе хăпармалли тата анса лармалли çул çине пăрăннă чухне карап командирĕ самолетăн сăмси патĕнче вырнаçнă тĕкевĕ (стойка) итлеменнине хыпарланă.

Вĕçев çулне вăхăтра пушатма экипаж тягач чĕнсе илнĕ.

Ĕпхÿ – Сургут рейса «Ютейр» авиакомпани пурнăçланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: