Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇУЛÇŸРЕВ
27 Сентябрӗн 2023, 12:00

Модульлĕ отельсем тума 672 млн тенкĕ уйăрĕç

Пушкăртстана модульлĕ хăна çурчĕсем (отельсем) хăпартма федераллă бюджетран 672 млн тенкĕ уйăрса парĕç. Çакăн çинчен регион ертÿçи Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Модульлĕ отельсем тума  672 млн тенкĕ  уйăрĕç
Модульлĕ отельсем тума 672 млн тенкĕ уйăрĕç

– Çапла майпа туристсене тата ытларах Пушкăртстанпа илĕртме пултаратпăр. Эпир модульлĕ хăна çурчĕсем, глэмпингсем, кемпингсем хăпартма федераллă хыснаран хушма укçа-тенкĕ илмелли регионсен шутне кĕнĕ. Унăн калăпăшĕ самай пысăк – 672 млн тенкĕ. Апла пулсан эпир пĕтĕмĕшле регионти туризм инфраструктурине аталантарма 2023-2024 çулсенче 1,48 млрд тенкĕ явăçтарма пултартăмăр.Федераллă пулăшу рекордлă тесе каламалла. Çак енĕпе Пушкăртстан Раççейре малтисен шутĕнче, – тесе çырнă хăйĕн телеграм-каналĕнче республика пуçлăхĕ.
Унăн сăмахĕ тăрăх, çак нухратпа 36 районти туризм сферинчи 150 инвестпроекта пурнăçа кĕртмелле. Пĕтĕмĕшле хакĕ, республика хыснинчен уйăрнă тата инвесторсем хывнă укçа-тенке шутласан, 3,7 млрд тенкĕпе танлашать. Чи нумай проектсем Нуриман, Белорецк тата Бурзян районĕсенче пулĕç.
– Пушкăртстан туристсемшĕн илĕртÿллĕ региона çаврăнать. Кăçал пирĕн пата килекен туристсен юхăмĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 1/3 пай чухлĕ ÿснĕ, туристсен йышĕ 1,4 млн çынна çитнĕ. Эпир Атăлçи округра ку енĕпе иккĕмĕш вырăнта тăратпăр, Раççейре – вун иккĕмĕш. Пирĕн хăнасене мĕн кăтартмалли тата республика çинчен мĕн каласа памалли пурте пур. Хамăр регионăн хăйне евĕрлĕхĕпе пĕрле эпир туристсене паянхи кун ыйтакан инфраструктурăпа тивĕçтерĕпĕр. Шăпах ăна çĕнетессипе ĕçлетпĕр те. Пушкăртстана хапăл туса кĕтетпĕр, – палăртнă Радий Хабиров.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: