-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Асăннă машрутпа рейссене кашни кĕçнерни кун Sukhoi Superjet 100 самолетсемпе йĕркелĕç. Вĕсем борт çине пĕр харăс 100 пассажир таран йышăнма пултараççĕ. Ĕпхÿрен самолет 13.50 сехетре (вырăнти вăхăтпа) вĕçсе тухать.
Хальхи вăхăтра Грозный хули Çурçĕр Кавказра турист хулисенчен пĕри пулса тăнă. Унăн хăнисем Раççейри чи пысăк «Чечен чĕри» («Сердце Чечни») мичете, Ахмад Кадыров ячĕллĕ Мухтав монуменчĕн комплексне, Наци музейне тата ытти паллă вырăнсене çитсе курма пултараççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.