РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министертви хальхи вăхăтра Абхазинче канакансене асăрхануллă пулма ыйтать, тĕрлĕ йĕркесĕр митингсен çывăхне пымалла маррине аса илтерет, май пулсан çак çĕршывран хăвăртрах тухса килмеллине пĕлтерет. Ведомство туроператорсемпе туристсен рынокĕнче ĕçлекенсене Абхазине каймалли путевкăсене сутма чарасшăн. Унсăр пуçне çул çÿреве каяс текенсем шухăшне улăштарнисенчен (кунта путевка туяннисем пирки сăмах пырать) штрафсем тÿлеттерессине пăрахăçлама сĕннĕ.
Аса илтеретпĕр, Сухум хулинче йышлă йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Хирĕçлев демонстрацине 2,5 пин çын пухăннă, вĕсем парламент территорине тата унăн çуртне кĕме хăтланнă. Çавăн пекех пухăннисем çĕршыв президентне оставкăна яма ыйтнă.
Юрий СНЕГОПАД.