-1 °С
Юр
Çакăн çинчен социаллă сетьсенче каласа панă. Вăл предприяти хастар аталанни тата патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курни çинчен пĕлтернĕ. Хуçалăх территоринче Итали, Швейцари тата Франци сырĕсене туса кăлараççĕ. Радий Хабиров стандарта кĕмен производство аталанăвне сăнама кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.
- Çакă хăйне евĕр реклама пулсан та аван, - тесе çырнă республика пуçлăхĕ.
Радий Фаритович сыр пĕçерни кăткăс сегмент пулнине, Пушкăртстанра çакăн евĕр çĕнĕлĕхсем аталаннине хаваспа йышăннине пĕлтернĕ.