-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Рейссене эрнере икĕ хутчен кĕçнерни кунпа вырсарни кун 100 çынна вырнаçтаракан Sukhoi Superjet -100 сывлăш карапĕсемпе пурнăçлĕç.
Самолет Ĕпхÿрен 23.50 сехетре вĕçĕ. Сывлăшра 3 сехет те 25 минут пулĕ. Батуми (Грузи) хулинчен самолет 03.50 сехетре çула тухĕ. Кашни аэропорт вырăнти вăхăтпа ĕçлĕ.
Ĕпхÿри авиаçыхăнăвăн пресс-службинче «Ĕпхÿ» аэропортран Грузин тĕп хулине – Тбилисине тÿрĕ рейссем пурри çинчен астутарнă. Вĕçевсене «Азимут» авиакомпани ытлари кунпа эрне кунсенче йĕркелет.
Башкортостан#Уралсассb#нацпроект#Туризмигостеприимство