Йăлана кĕнĕ тăрăх, Пушкăртстанри ентешсем те кашни çулах çак юбилейлă мероприятие хутшăнаççĕ. Паян ирпе кам çемьепе е тус юлташсемпе çула тухнă, туристсемпе хăйпултарулăх артисчĕсем те чăвашсен шĕкĕр хулине васкаççĕ. Туристсен икĕ ушкăнĕ (пĕри - Çтерлĕрен, тепри - Пелепей хулинчен) пурĕ 38 çын çак вăхăтра Шупашкара çитсе пыраççĕ. Çула май вĕсем «Урал сасси» хаçат редакцинче те пулчĕç, çулçÿревçĕсене кăларăман тĕп редакторĕ Юрий Михайлов телейлĕ çул сунчĕ. Мияки районĕнчи Кекен ялĕнчи «Туслăх» ансамбль (ертÿçи –Зоя Шуркова, аккомпаниаторĕ – Зоя Ефремова) хастарĕсем тата Çĕнĕ Хурамалти Виталий Захаров шăпăрçă вара вырăна çитсе вырнаçни çинчен хыпар турĕç.
Эпир вĕсене пурне те уява ăнăçлă та тухăçлă ирттерме сунатпăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланасса, Шупашкар вĕсен асĕнче ăшă та кăмăллă туйăмсем хăварасса шанатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.